Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
✅Пушкăртстан синоптикĕсем малашнехи виçĕ кунра çанталăк мĕнле пулассине пĕлтернĕ.
📅Регионти гидрометăн кăтартăвĕсем тăрăх, паян ,июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче, республикăнра кăштах çумăр çумалла. Çил улшăнуллă тĕрлĕ енчен пулĕ. Сывлăшри температура +27, +30 градуспа танлашĕ.
📅Эрне кун, июлĕн 24-мĕшĕнче, çумăр вырăн вырăнпа çумалла. Çил кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчен вĕрмелле, кăнтăрла вырăнĕпе кассăн-кассăн пулĕ. Сывлăш температури çĕрле +15, +20, кăнтăрла +27, +32 градуса çитĕ.
📅Шăмат кун, июлĕн 25-мĕшĕнче, çумăр çумĕ. Çил кăнтăр хĕвел тухăçĕнчен, кăнтăртан кассăн-кассăн вĕрĕ. Сывлăш температури çĕрле +15, +20, кăнтăрла +27, +32 градуспа танлашĕ.
🌧🌀Сăмах май, вăйлă çумăрсене пула Аскин районĕнче Сарс юханшыври шыв шайĕ чылай çĕкленнĕ пулнă, 107 уйрăм кил-çурт çывăхĕнчи çĕрсене шыв айне тунă. Халĕ вăл пĕр метр ытла чакнă, çÿлерех асăннă хуçалăхсемшĕн ейÿ хăрушлăхĕ пулмалла мар.
Юрий СНЕГОПАД.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев