Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
🚘 Эпир Чăваш Хурамал ялне çул тытрăмăр, шăпах унта Владимирпа Лидия Александровсен нумай ачаллă çемйи пурăнать.
Тĕлпулу
🏡 Ялти урамсем анлă та таса, çурчĕсем пысăк та илемлĕ. Картишсенче, пахчасенче ял çыннисем тăрмашни курăнать. Кунти халăх ĕçчен пулнипе уйрăлса тăрать. Хĕрлĕ кирпĕчрен хăпартнă пысăк чиркÿ çумĕпе иртетпĕр. Турă çуртне хирĕç пире кирлĕ кил вырнаçнă. Çурт умĕнче хуçине асăрхатăп. Вăл çурнă вутăсене пĕчĕк урапа çине тиет. Çÿллĕ мар, çирĕп, утмăл çулсенчи, сăнĕпе кăмăллă арçын вăр-вар ĕçлет. Ку вăл - Владимир Ильич, пысăк та туслă çемье пуçĕ. Владимир Александров пÿрте кĕме чĕнчĕ, анчах эпĕ уçă сывлăшра тăрса юлма хирĕç маррине пĕлтертĕм. Çурт умĕнчи сак çине пырса лартăмăр.
💬 - Пирĕн çемье – нумай ачаллă. Лидия мăшăрăмпа ултă ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратрăмăр: аслă Светлана хĕрĕмĕр 43 çулта, Татьяна – 40. Ывăлăмăрсем те пур: Александр (37 çулта), Дмитрий (35), Константин (32), Андрей 31 çул тултармаллаччĕ, анчах СВОра пуç хучĕ, - каласа парать ашшĕ.
Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cO7YRl

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев