Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Чурачăк салинче Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем отчетпа суйлавăн 8-мĕш конференцине ирттерчĕç. Унта республикăри кашни округран тата Шупашкар хулинчен 60 делегат пынă. Юлашки икĕ çулхи ĕç-хĕле сӳтсе явнă хыççăн пĕрлĕх ертӳçине суйларĕç. Тилхепене 2020 çултанпа алăра çирĕп тытакан Александр Самылкинрах хăварма йышăнчĕç. Çав кунах пĕрлешĕвĕн Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Игнатьев пуçарнипе вунă çынран тăракан ушкăн Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе пĕрле Тутарстанри Элкей районĕнчи Сиктĕрмене тухса кайрĕç.
Тĕплĕнрех – «Хресчен сасси» хаçатра (22.07.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев