Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
) YouTube-ра Юмах каналӗнче ҫак мультфильм вырнаҫтарнӑ. Юмах канала ҫырӑнӑр. Ӑна ман шӑллӑм Сашук тата ун арӑмӗ Альбина уҫнӑ. Нумайрах ҫын ҫырӑнсан тен вӗсем малалла ҫак кирлӗ ӗҫӗ тӑсӑҫ, урӑх мультфильмсем куҫарас ӗҫе йӗркелӗҫ.
Редактор тата куҫаруҫӗ Владимир Андреев.
ВКонтакте тетелте вӑл ҫырнӑ:
"Ми-ми мишки" мультфильмăн 95-мĕш серине, "Кеша, выручай" ятлине, чăвашла куçартăмăр туслă йышпа. Аван пулчĕ. Пурне те ачасемпе мăнуксене кăтартма сĕнетпĕр. Чăваш чĕлхи ачасенче упранать - çавна манас марччĕ. Мульфильма чăвашла куçарас ĕçе йĕркелесе янă, пур енчен те пулăшса пынă Альбина Васильевăпа Александр Алексеева (Хусан хулинче пурăнаççĕ), Чăваш пукане театрĕн актерĕсене Петр Петрова, Ольга Тарасовăна, Юрий Теренина, "Solo" сасă студине, Юрий Сергеев сасă режиссерне - пурне те чĕререн тав тăвас, пуçланă ĕçе малалла тăсасса шанас килет. https://vk.com/wall208805031_1073

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев